Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Шевле» литература пӗрлешӗвӗн ӗҫне пуҫламӑшӗнченех хастар хутшӑнаканӑн, «Канаш» хаҫатӑн информаци пайӗн пуҫлӑхӗн, Вӑрнар районӗнчи Кушлавӑш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Елена Мустаевӑн «Аннесене каҫараҫҫӗ» пӗрремӗш кӗнеки кун ҫути курчӗ.
Проза кӗнеки авторӑн малтанхи парни. Унта кӗнӗ калавсемпе новеллӑсенче Елена Николаевна паянхи пурнӑҫра тӗл пулакан ҫивӗч проблемӑсене ҫӗклет: тӗрлӗ ҫын шӑпине, вӗсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтусемпе ҫунат хуштаракан пулӑмсене ӗненмелле ҫырса кӑтартать. Кулӑшла калавӗсем уйрӑмах асра юлаҫҫӗ. Кӗнекене «Крахвине» повесть те кӗнӗ.
Кӗнекене РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Юман тата РФ Ҫыравҫӑсен пӗрлӗхӗн пайташӗ Анатолий Чебанов (виличчен кӗнекен ҫыру варианчӗпе паллашма ӗлкӗрнӗ) хак панӑ. «Вичкӗн куҫлӑ ҫыравҫӑ, алли те ӑста унӑн, чунӗ те ырӑ, ҫавна пула хайлавӗсем те ҫырла пек сӗткенлӗ», — тенӗ Анатолий Чебанов.
Чӑваш литературинче Елена Мустаева ҫӗнӗ ят.
2013-15 ҫулсенче Чӑваш Енре пурӗ 100 модульлӗ ФАП туса лартмалла. Вӗсен лаптӑкӗ 80 тв.м кая мар пулӗ, хӑварт туса лартма май паракан ҫуртсене 20 кун хушшинче хӑпартма пулӗ.
Ӗнер Вӑрнар районӗнче Чӑваш Республикин сывлӑх сыхлавӗпе социаллӑ аталану министерствин элчисем пулчӗҫ, фельдшерпа аккушер пункчӗсемпе паллашрӗҫ. Ушкӑн шутӗнче ҫавӑн пекех Вӑрнар районӗн администраци пуҫлӑхӗ Леонид Николаев тата районӑн тӗп пульницин главврачӗ Ольга Казакова пулчӗҫ.
Вӑрнар районӗнче паянхи кун пурӗ 41 ФАП ӗҫлет. Хӑшӗ-пӗри 1960-мӗш ҫулсенче хӑпартнӑ ҫуртсенче вырнаҫнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑн Услапа, Шӑхаль, Кӳлхӗрри, Ишлӗ, Чӑрӑш Ишек, Туҫи Ҫармӑс ялсенчи фельдшерпа аккушер пункчӗсенче пулса курчӗ, вӗсен ҫурчӗсемпе паллашрӗ. Пурӗ районта 11 ҫурт хӑпартма сӗннӗ, анчах та хӑшне ҫӗнетессине респулика комиссийӗ татса парӗ.
Вӑрнар районӗнчи Ярмушка вӑтам шкулӗ ҫитес шӑматкун, чӳкӗн 24-мӗшӗнче, хӑйӗн 150 ҫулне паллӑ тӑвӗ.
Уяв программи:
□ 9:00–9:30 — Спорт ҫӑлтӑрӗпе зарядка тӑвасси;
□ 9:30–10:00 — Шкулпа территорийӗпе паллашасси;
□ 10:00–10:30 — Хӑнасен регистрацийӗ;
□ 10:30–11:30 — Шкулпа паллашасси;
□ 12:00–14:00 — Чыслав пайӗ;
□ 14:00–18:00 — «Шкул 150 ҫулта» уяв программи.
Ярмушка вӑтам шкулӗн кун-ҫулӗ 1862 ҫулта пуҫланнӑ. 1884 ҫулта ун ҫумне Авшак Элменри чиркӳ прихучӗн шкулӗ хушӑннӑ. 1940 ҫулта тулли мар вӑтам шкул пулса тӑнӑ. 1961 ҫултанпа сакӑр класс вӗренмелли шкул. 1975 ҫултан пуҫласа вара — вӑтам шкул.
Чӑваш Енри кашни район центрӗнче вӑй-хал культурипе сывлӑха ҫирӗплетмелли центрсем уҫнӑ. Кӑҫал, сӑмахран, Тӑвайра «Аль» ӗҫлеме пуҫарӗ.
Ку ӗҫе кӳленни ялсенче те тӗл пулать — сӑмахран, кӑҫал чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Вӑрнар районӗнчи Кӑмпалта спорт клубне уҫмалла. Ӗнер, чӳкӗн 4-мӗшӗнче, спорт керменне тӑвас ӗҫе йӗркелекенӗ Краснов Виталий Павлович спорт клубӗпе паллаштарчӗ — хӑтлав ирттерчӗ.
Мероприятире Аҫӑмҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров, «Кӗрешӳ» федерацийӗн президенчӗ Виталий Васильев тата вице президенчӗ Виталий Никифоров, Калинино вӑтам шкулӗн директорӗ Татьяна Ефимова, Элӗк районӗн бокс федерацийӗн председателӗ Владислав Максимов тата ыттисем хутшӑнчӗҫ. Краснов Виталий Павлович хӑй те спортра ют ҫын мар — вӑл Чӑваш Республикин «Профсоюзный бокс Поволжья» (чӑв. ~Атӑлҫи тӑрӑхӗн профсоюз боксӗ) обществӑлла организацийӗн президенчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ бокс тренерӗ, Чӑваш Республикин вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.
Ҫурхи тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене Вӑрнар районӗнче 9670 гектар акса хӑвармалла. Ҫӑвӑн 15-мӗшӗ тӗлне ӗҫ кӑтартӑвӗ — 7212 гектар е плана 75% пурнӑҫланӑ. Ҫурхи тулӑ 2026 гектар, урпа — 4600, пӑрҫа йышши культурӑсем 585 гектар акса хӑварнӑ.
«Луч», «Мураты» хуҫалӑхсем пулас тухӑҫ никӗсне хывса пӗтернӗ, «Победа», «Юнтапа», Карл Маркс ячӗллӗ, «Хорнзор», «Знамя» кооперативсен, «Санары», «Агрохмель» агрофирмӑсен, Алексей Игнатьевпа Игорь Сергеев фермерсен хуҫалӑхӗсен тырӑ пуссинче те ӗҫ вӗҫленмелле. Кӗр тыррисен пӗр лаптӑкӗ ҫанталӑк условийӗсене пула пӗтнине шута илсе «Луч» кооперативра ҫурхисене планпа палӑртнинчен 130 гектар ытларах акса хӑварнӑ. «Кӗҫех уй-хир ем-ешӗл кавирпе витӗнӗ», — савӑнӑҫне пытармарӗ Вячеслав Егоров механизатор.
Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн пурнӑҫламалли ӗҫ калӑпӑшӗ пуринчен пысӑк: тӗш тырӑсемпе пӑрҫа йышши культурӑсене 3148 гектар акмалла. Ҫак вӑхӑт тӗлне пулас тухӑҫ никӗсне 1840 гектар хывнӑ.
Выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарассине пысӑк тимлӗх уйӑракансем ҫуллен кукуруза ҫитӗнтереҫҫӗ. Акӑ Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ хальлӗхе 155 гектар акнӑ.
Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май хыпарсӑр ҫухалнӑ шӑписем ҫинчен асаилтерес килет. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул ҫитсен те нумай салтакӑн шӑпи паллӑ мар.
Паллах, http://www.obd-memorial.ru/ сайта туни шырама нумай майсем туса парать, анчах унта пӗтӗм документсем лекеймен, тулли мар тата хушаматсемпе ятсене, ҫуралнӑ вырӑнсене ҫырнӑ чухне нумай йӑнӑш тунӑ. Ҫавах та салтаксен шӑписене тӗпчемелле тесе шутлатӑп. Чӑваш республикинчен кӑна каялла ҫурри ытла таврӑнман, вӗсенчен 25-30% хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑн малтанхи тапхӑрӗнче ҫухалинсене тупма питӗ кансӗр, ҫав вӑхӑтра дивизисемпе армисем хӑйсен шӑписене пӗлтермесӗр ҫухалнӑ. Нимӗҫ пленне лекнисен хӑш-пӗрин шӑпине кӑна палӑртма пулать. Сӑмахран Канаш районӗнчи Йӑлмачча ялӗн каччи Иванов Николай Иванович (1920 ҫ.) 1941 ҫулта ҫарта пулнӑ, утӑн 3-мӗшӗнче тыткӑна лексе каярах ирӗксӗр вырӑнта вилнӗ.
2011 ҫулта РГВА трофей фондӗнче Рославлти плена лекнӗ салтаксен лагерӗнчи лазаретри салтаксене шута илнӗ кӗнекене тупнӑ.
Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ.
Сӑнарсене хак пама Шупашкартан ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. Вӑрнар тӑрӑхӗнчен тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна Вӑрнарти ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара Хураҫури ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ.
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче вырнаҫнӑ Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта Чӑваш халӑх ҫыравҫи А.В. Емельянов ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ «А.В. Емельяновӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Мероприятине чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн преподавателӗсем те хутшӑнчӗҫ. Культурологи кафедрин профессорӗ Г.И. Федоров «А. Емельянов хайлавӗсен илемлӗ тӗнчи», чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн деканӗ, В.Г. Родионов профессор «А. Емельяновӑн чӑваш литаратура аталанӑвӗнчи пӗлтерӗшӗ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин докторанчӗ И.В. Софронова «А. Емельянов — сӑвӑҫ», чӑваш тата танлаштарулӑ литература пӗлӗвӗ кафедрин доценчӗ И.Ю. Кириллова «Чӑваш филологийӗпе культура факультечӗн кун-ҫулӗпе пуласлӑхӗ» докладсемпе тухса калаҫрӗҫ.
Конференцине шкул ачисем те хатӗрленнӗ.
<p>Вӑрнар районӗнчи 230 ҫын ытла пӗлтӗр хӑйсен ӗҫне уҫма май паракан патшалӑх пулӑшӑвӗпе усӑ курнӑ — кун пирки Вӑрнар районӗн сайчӗ пӗлтерет.</p>
<p>Ҫӗнӗ Кипекре пурӑнакан Фадеева Галина Аркадьевнӑ та фермер пулса тӑрас тенӗ. Хӑй каласа панӑ тӑрӑх Галина Аркадьевна ҫамрӑклах упӑшкасӑр юлнӑ — мӑшӑрӗ 26 ҫултах ҫӗре кӗнӗ. Пулас фермер малтан Кӗҫӗн Кипекри совхозра ӗҫленӗ, вӑл салансан вара — ӗҫсӗр тӑрса юлнӑ, икӗ ачапа. Вӑрнара ҫул инҫе — ӗҫ тупсан та пӗтӗм укҫи унта кайса ҫӳреме тухса кайнӑ пулӗччӗ тесе шутлать Галина. Ҫапла вара хӑйӗн ӗҫне уҫас шухӑш ҫуралнӑ.</p>
<p>Паянхи кун ун хуҫалӑхӗнче 3 ӗне (шултра мӑйракаллӑ пуҫ пӗтӗмӗшле 6), кашни кун 40 литр сӗт сутать. Ҫуркунне выльӑх шучӗ ӳсессе шанать Галина Аркадьевна.</p>
Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче Хапӑсри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта А. Емельянов ҫыравҫӑн 80 ҫулхи юбилейне халалласа районти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе Чӑваш патшалӑх университетӗнчи чӑваш чӗлхи уйрамӗнче ӗҫлекенсем хушшинче ӗҫлӗ тӗлпулу пулать. Ҫав тӗлпулӑва А. Емельяновӑн тӑванӗсене, ӑна ҫывӑх пӗлекенсене йыхравлаҫҫӗ. Шкул ачисем хайсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ, ҫыравҫӑн пурнӑҫӗпе пултарулахӗ ҫинчен, унӑн паллӑ хайлавӗсене тишкерӗҫ. Шупашкартан килнӗ хӑнасем те писатель пултарулахӗ пирки ҫӗнӗ хыпарсем илсе килме шантарчӗҫ.
Тӗлпулу ирхине 10 сехетре пуҫланать, пурне те хапӑл туса кӗтеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Альберт Канаш, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Илья Арсентьевич, чӑваш журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чиндыков Борис Борисович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Дегтярёв Геннадий Анатольевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Азизов Загид Керимович, географи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |